Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Никифор Мранька кун-ҫулӗ

Никифор Фёдорович Мранька (Мораньков) 1901 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнче, Куславкка районӗнчи Пилешкассинче, чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн Хусанта икӗ ҫул хушши тӗрлӗ ӗҫре ӗҫленӗ, кайран Атӑл ҫинче матрос тата грузчик пулса ҫӳренӗ.

Н. Мранька граждан вӑрҫи ҫулӗсенче, алла пӑшал тытса, Колчака хирӗҫ ҫапӑҫать. Каярахпа чылай ҫул хушши ял Совет ӗҫтӑвкомӗн председателе, Чӑваш АССР Тӗпӗҫтӑвкомӗн инструкторӗ тата Чӑваш АССР Ҫӗрӗҫ халӑх комиссариачӗн ҫӗрӗҫ комиссийӗн инструкторӗ пулнӑ.

Н. Мранька 1928 ҫулта «Элнет» ятлӑ драма ҫырнӑ, ӑна ҫав ҫулах Шупашкарта лартса панӑ. Ун хыҫҫӑн унӑн «Тӳнтерлене хирӗҫ» инсценировка (1931), «Пӗрремӗш категори» комеди (1932), «Элнет» драма (1933), «Аван пурӑнатпӑр» (1934), «Салют» (1936), «Тупа» (1936) пьесӑсем тата «Виҫҫӗшӗ те пӗр калӑпран» комеди (1940) пичетленсе тухнӑ. Вӗсенчен чи лайӑххи — «Элнет» («Бурлаксем») драма. Автор унта шыв тӑрӑх сулӑ юхтаракан рабочисемпе хресченсен пурнӑҫӗ, шухӑш-кӑмӑлӗ революци хыҫҫӑн тӗпренех ҫӗнӗлле улшӑнни ҫинчен, вӗсем Совет влаҫне хӳтӗлеме яланах хатӗр тӑни ҫинчен каласа кӑтартать.

1930 ҫулта ӑна сценари ҫырма вӗренме пӗр ҫуллӑх курса янӑ. 1933—1938 ҫулсенче вӑл — чӑваш кинохроникин директорӗ, 1940 ҫулта ӑна Куславкка райхаҫачӗн редакторне лӑртаҫҫӗ. 1942—1945 ҫулсенче ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Унтан таврӑннӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул хушши Куславккара парти райкомӗн пропагандӑпа агитаци пайӗн каярахпа культура пайӗн заведующийӗ пулнӑ.
1954 ҫултан пуҫласа Н. Мранька литература ӗҫӗпе кӑна пурӑнать. Вӑл «Емӗр сакки сарлака» романӑн виҫӗ кӗнекине ҫырса кӑларчӗ, тӑваттӑмӗш кӗнекине пичете хатӗрлерӗ. Автор ку произведенире малтанхи пайӗсенче чӑваш хресченӗсен XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи асаплӑ кун-ҫулне сӑнласа парать. Романӑн виҫҫӗмӗш кӗнекинче 1905—1907 ҫулсенчи революци вӑхӑтне кӑтартса панӑ, тӑваттӑмӗш кӗнекинче ӗҫсем 1917 ҫулти икӗ революци хушшинче пулса иртеҫҫӗ.

Н. Мранька 1932 ҫултанпа — КПСС членӗ, 1934 ҫултанпа СССР писателӗсен Союзӗн членӗ.

Хальхи вӑхӑтра писатель Куславкка поселокӗнче пурӑнать, «Емӗр сакки сарлака» романӑн малалли кӗнекисене ҫырать, ҫав хушӑрах поселокри партипе совет организацийӗсен ӗҫне хастар хутшӑнать.

Н. Мранька кӑларнӑ кӗнекесем: «Итлӗр!» (драма, 1930), «Пӗрремӗш категори» (комеди, 1932), «Элнет» (драма, 1933), «Салют» (пьеса, 1936), «Аван пурӑнатпӑр» (пьеса, 1938), «Бурлаксем» (драма, 1941), «Емӗр сакки сарлака» (роман, пӗрремӗш кӗнеке, 1959, 1965), «Емӗр сакки сарлака» (роман, иккӗмӗш кӗнеке, 1960, 1967), «Емӗр сакки сарлака» (роман, виҫҫӗмӗш кӗнеке, 1961), «Юратакан чӗресем» (тӑватӑ пайлӑ драма, 1962).

Писатель пултарулӑхӗпе паллаштаракан паллӑ кӗнекесем иккӗ: пӗри — Г. Хлебников ҫырнӑ «Чувашский роман», тепри — Н. Павлов ҫырнӑ «Проблема конфликта в чувашской драматургии». Унӑн пултарулӑхӗпе ҫак статьясемпе рецензисене те вуласа паллашма пулать: Ф. Вуколов — «Мранька Микиферӗн «Элнет» драми пирки» («Сунтал», I №, 1934), В. Абашев — «Ӗмӗр сакки сарлака» («Тӑван Атӑл», 1 №, 1960), В. Абашев — «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн иккӗмӗш кӗнеки» («Тӑван Атӑл», 6 №, 1960), М. Сироткин — «Ӗмӗр сакки сарлака» роман пирки» («Тӑван Атӑл», 2 №, 1962), В. Алендей — «Улттӑмӗш кӗнеки хатӗр» («Коммунизм ялавӗ», 1966, ноябрен 16-мӗшӗ).

Ку статьяна М. Юрьев ҫырнӑ «Чӑваш писателӗсем» кӗнекерен илнӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-03-28 22:16:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4497 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем